-3 °С
Пӗлӗтлӗ
«ВАЗ-2114» çăмăл машина хирĕç килекен RenauIt Loganпа çапăннă. Пĕрремĕшĕн рульне 40 çулхи вырăнта пурăнакан арçын тытса пыни‚ иккĕмĕшĕн умĕнче 63 çулхи водитель ларни паллă.
Çул-йĕр инкекĕнче «ВАЗăн» водителĕ тата унăн 48 çулхи пасссажирĕ васкавлă пулăшу килсе çитиччен вилнĕ. Çавăн пекех RenauIt Loganăн 79 тата 68 çулхи пассажирĕсен чĕрисем тапма чарăннă.
Вырăнта полици тата ытти васкавлă службăсен ĕçченĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем пулса иртнине тĕпчеççĕ.