Пур хыпар та
Новости
5 Октябрӗн 2021, 11:50

«Çÿп-çап» реформине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 46-мĕш вырăнта

«Симĕс патруль» («Зеленый патруль») Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕ коммуналлă хытă каяшсен реформине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Раççейри регионсен экологи рейтингне хатĕрленĕ.

«Çÿп-çап» реформине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 46-мĕш вырăнта
«Çÿп-çап» реформине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 46-мĕш вырăнта

Пушкăртстан унта 46 вырăн йышăннă тесе пĕлтернĕ ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.

 - Паллах‚ эпир çакнашкал кăтарту пуласса шанман. Рейтинг ку енĕпе ĕçе вăйлатмаллине кăтартса парать‚ мĕн тума пултарнине ăнланса илме пулăшать. Чи кирли - лайăх кăтартусем тăвасси. Çÿп-çап реформин тухăçлăхĕн тĕп критерийĕсем – каяшсене пухассине тата вĕсенчен япаласем туса кăларассине çăмăллатасси‚ кирлĕ инфраструктура йĕркелесси тата çак енĕпе халăха тивĕçлĕ пулăшусем парасси пулса тăрать‚ – палăртнă Андрей Назаров.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас