Пациента коронарографи ирттернĕ хыççăн арçыннăн сылтăм коронар артерийĕ тахçанах хупланни паллă пулнă. Ку чиртен сиплеме шалти юн тымар операцийĕн кăткăс техникине – ретроградлă реваскуляризаци – суйласа илнĕ.
Кăткăс операцине Азат Мухаметьянов рентгенхирург ертсе пыракан ушкăн тунă. Тухтăрсем хупланнă юн тымарĕнче артерийĕн хăйĕн çул-йĕрне хирĕçле направленипе канал йĕркеленĕ.
- Операци кăткăслăхĕ проводниксемпе катетерсене тата баллонсене сывлăхлă юн тымарĕ çумĕнчен сиенленни патне вĕтĕ юн тымарĕсем урлă ирттернĕ чух палăрнă. Кунта ятарлă инструментсем, операци тăвакан бригадăн килĕшÿллĕ ĕçĕ, хирургсен пысăк опычĕ кирлĕ пулнă. Çак йывăр операци виçĕ сехет пынă, - тенĕ медицина центрĕн пресс-служби.
Операци хыççăн арçын часах ура çине тăнă. Вун икĕ сехетрен пациент пилĕк хутлă çурта утса тухнă. Пилĕк кунтан ăна килне янă.
Малашне арçыннăн сывлăхне кардиоцентрăн поликлиникинче тимлесе тăрĕç. Çапла вăл çитес вăхăтра тулли пурнăçпа пурăнма пултарĕ.
Кардиоцентрта çакăн йышши операцисене 2017 çултанпа тăваççĕ. Паянхи кун тĕлне тăватă çын пурнăçне çăлса хăварнă.