Пур хыпар та
Новости
5 Октябрӗн 2021, 14:50

Ултă çул хушшинче 300 ытла шкулта юсав ĕçĕсем ирттерĕç

Шкулсенче пĕтĕмĕшле юсав ирттермелли мероприятисене 2022-2026 çулсенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче тĕплĕ юсав ирттермелли федераллă программăпа палăртаççĕ. Андрей Назаров премьер-министр ПР Правительствинче ирттернĕ ларура асăннă программăна пурнăçа кĕртес ыйтăва тĕп вырăна тăратнă.

Ултă çул хушшинче 300 ытла шкулта юсав ĕçĕсем ирттерĕç
Ултă çул хушшинче 300 ытла шкулта юсав ĕçĕсем ирттерĕç

- Республика çак ĕçе 2020 çултан пуçланă. Радий Хабиров регион пуçлăхĕн пуçарăвĕпе эксперимент шайĕнче шкулсенче, столовăйсенче, спортзалсенче пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕсем ирттерме, таврари территорие тирпей-илем кĕртме, оборудовани туянма пуçланă, - палăртнă Андрей Назаров.

Федераллă программăна Пушкăртстан хутшăнни çинчен вĕрентÿпе наука министрĕ Айбулат Хажин тĕплĕнрех паллаштарнă.

- Пирĕн республикăран асăннă программăна хутшăнма 365 патшалăхпа муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацие суйланă. Федераллă бюджет шутĕнчен кашни объектра 14 тĕрлĕ юсав ĕçĕ ирттерĕç, - каласа панă Айбулат Хажин.

Зданисенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернисĕр пуçне асăннă программа шкул территоринче, спорт лапамĕсенче тирпей-илем кĕртме май парать. Çавăн пекех цифра тата гуманитари енĕпе аталантармалли «Точка роста» (унта ачасем роботсем ăсталама, опытсем ирттерме, мультфильм ÿкерме тата ыт. те вĕренеççĕ) аталану центрĕсене, медицина кабинечĕсене уçма, столовăйсен валли оборудовани туянма палăртаççĕ.

Министр муниципалитетсем хăйсем хăш объектсене юсамалли çинчен йышăну тăвасси, ĕçсене 2022-2026 çулсене уйăрасси çинчен пĕлтернĕ.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#образование

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас