+6 °С
Ясно


Йăл кулă çиçтĕрех питре,
Вăй паччăр ырă шухăшсем.
Тĕнче татах та вăл хитре
Çумра чух çывăх çыннусем.
Пулсамччĕ сывлăхлă ялан -
Пĕр ĕмĕртен те иртмелле!
Салам калатпăр халь чунтан
Çуралнă кун ячĕпеле!
Ăша салампа - амăшĕ, мăшăрĕпе
хĕрĕсем, пиччĕшĕпе инкĕшĕ,
аппăшĕсемпе йыснăшĕсем, вĕсен ачисем, тăванĕсем.