Çак çыннăн район тата республикăри чăвашсен «Урал сасси» хаçачĕсенче 500 ытла статья пичетленсе тухнă. Вăл хамăр ял, Этĕл, Паймурза, Çирĕклĕ, Малоалександровка ялĕсенче пурăнакансем, çак ялта çуралса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ, хăйĕнпе пĕрле ĕçленĕ, калаçма тÿр килнĕ çынсем çинчен çырать. Сăмахăм манăн атте, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, паллă таврапĕлÿçĕ, Чăваш наци академийĕн академикĕ Михаил Петрович Сидоров çинчен пырать.
Çитес çулхи март уйăхĕнче вăл 80 çул тултарать. Михаил Петрович унчченхи пекех хастар, хавхалануллă кăмăл-туйăмлă, 20 çул хушши ял Канашĕнчи ветерансен пĕрлĕхне ертсе пырать. Кашни мероприятисене хутшăнать çеç мар, вĕсене йĕркелет те. Хăйĕн тĕслĕхĕпе ыттисене те хастар пурăнма хавхалантарать. Çулĕсем ăна пĕрре те кансĕрлемеççĕ. Вăл нихăçан та мулшăн, пуясшăн çунман. Вахтанг Кикабидзе юрринчи пек «унăн пуянлăхĕ - унăн çулĕсем». Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне çынсене халалланă. Аттен юратнă юрри – «Забота у нас простая, забота наша такая, жила бы страна родная…». Çак йĕркесем унăн пĕтĕм пурнăçне уçса параççĕ.
Ватлăх кунĕсенче вăл хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне – ял, çывăх тата паллакан çынсем çинчен кĕнеке кăларма - пурнăçа кĕртме ĕмĕтленет. Ку кĕнеке сирĕншĕн çеç мар, сирĕн ачăрсемпе мăнукăрсемшĕн те, çитес ăрушăн та интереслĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен пĕлÿ çăлкуçĕнче ĕлĕкхи çынсем мĕнле пурăннине, вĕсен кулленхи пурнăçĕпе йăли-йĕркине сăнласа панă. Анчах пĕр чармав пур. Хальхи вăхăтра атте кĕнекисене хăйĕн укçи-тенкипе кăларать. Тивĕçлĕ канури çыншăн вара 250-300 пин вăй çитми виçе. Çавăнпа та эпир унăн вĕренекенĕсене (педагогика анинче 40 çул ытла вăй хунине шута илсен вĕсем темиçе çĕр пулмалла), тăванĕсене, паллаканĕсене икĕ юбилей тĕлне - çуралнăранпа 80, ял корреспонденчĕ пулса ĕçлеме тытăннăранпа 55 çул - аттен кĕнеке кăларас ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшма ыйтасшăн. Унсăр пуçне 2022 çулта Ярмулай, Этĕл, Çирĕклĕ ялĕсем пуçласанса кайнăранпа 260, Ярмулай шкулĕ уçăлнăранпа 140 çул çитет. Г.М. Гордеева, В.В. Тихонова пĕр ял çыннисем пиншер тенкĕ куçарчĕç те ĕнтĕ. «Халăх сурать, кÿлĕ пулать...» тенĕ пек эсир пулăшсан кирлĕ укçана пуçтарса çитерĕпĕр. Пурне те малтанах тав тăватăп. Турă сыхлатăр, пулăштăр сире.
Укçана Михаил Петровичăн хĕрĕн Оксана Миронован телефонĕ урлă куçарма пулать. Банк карттине 8-987-13-79-718 номерпе çыхăнтарнă. Куçарнă чух «в дар» тесе сообщени ямалла.
Сире хисеплесе
Оксана МИРОНОВА (Сидорова) хĕрĕ.
Пелепей хули.