Пур хыпар та
Новости
6 Октябрӗн , 10:25

Ким Александровичпа Алевтина Петровна ФЕДОРОВСЕМ

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан хисеплĕ тăванăмăрсене, Ким Александровичпа Алевтина Петровна ФЕДОРОВСЕНЕ 85 çулхи юбилейĕсем ячĕпе!

Ким Александровичпа Алевтина Петровна ФЕДОРОВСЕМ

Хаклă çыннăмăрсене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ырă кун-çул, тĕреклĕ вăй-хал, иксĕлми телей сунатпăр. Ачисен, мăнукĕсен пархатарĕсене курса малашне те тулăх, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнмалла пултăр.
1960 çулта вĕсем иккĕшĕ те Ĕпхÿри патшалăх медицина университетне пĕтернĕ. Пĕри хирург, тепри терапевт специальноçĕсене алла илнĕ. Направленипе Пермь облаçĕнчи Чусовой хулинче икĕ çул ĕçленĕ. Унтан вĕсене Хĕвелтухăç Германири Совет Çарĕсен ушкăнĕнче çар госпитальне Берлин хулине пĕр çула ĕçлеме янă. Унтан таврăнсан Ĕпхÿри больницăсенче, поликлиникăсенче врачсем пулса тăрăшнă. Ким Александрович кăкăр (грудной) хирургин тухтăрĕ, 6№ больницăра кăкăр хирургин уйрăмĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Кăткăс операцисем тунă. 1975 çултанпа аслă категориллĕ хирург. Хирургипе 17 наука ĕçĕ çырса кун çути кăтартнă. Ĕç стажĕ аллă çула яхăн. К.А. Федоровăн калавĕсем, аса илĕвĕсем «Бельские просторы» журналта, «Вечерняя Уфа», «Урал сасси» хаçатсенче пичетленсех тăраççĕ. «Записки Уфимского хирурга» ятпа вырăсла 2013, 2018, 2021 çулта виçĕ кĕнеке кун çути курнă. Алевтина Петровна терапевт тата чылай вăхăт эндокринологи уйрăмĕнче заведующий пулса вăй хунă. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем, пенсионерсем.
Ăшă салампа - Çтерлĕри В. Фомина, Пишкайăнри
Ю.М. тата Т.Н. Федоровсем (вĕрентекенсем),
Чăваш Хурамалĕнчи Е.М. Федорова –
Еххим Михели хĕрĕ Елиса.

Автор:Татьяна Иванова