Пушкăртстанри экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, контейнер туяннă тăкаксене Ĕпхÿ, Салават, Сибай, Кумертау, Нефтекамск тата Октябрьский хулисене саплаштарĕç.
Паянхи кун тĕлне республикăра хытă коммуналлă каяшсене пуçтарма 6 010 тĕслĕ контейнерсем вырнаçтарнă. Çав шутра: 2997-шĕ ПЭТ-савăтсем , 458-шĕ макулатура, 348-шĕ кĕленче савăтсем, 1 164-шĕ ртуть тытăмлă лампăсем пуçтарма валли. Унсăр пуçне ток паракан элементсем (батарейка, аккумулятор) хумалли 768 экобокс, тĕслĕ тата хура металл йышăнмалли 55 пункт, ытти пластик каяшсене пуçтармалли 220 контейнер пур.
Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, халĕ пур муниципаллă пĕрлĕхсенче те коммуналлă хытă каяшсене уйрăм пуçтарассипе ĕçлеççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
#РеспубликаБашкортостан#уралсасси#национальныепроекты#модернизацияиреформированиежилищно-коммунальногохозяйстваРеспубликиБашкортостан