

Çак паллă кун тĕлне Николай Спиридонович пурăннă вырăнта бюст лартма, унăн паттăрлăхĕ çинчен каласа паракан панорама уçма, йывăçсем лартса аллея никĕслеме, ăна карта тытса çавăрма палăртаççĕ. Çак ĕçсене пĕтĕмĕшле паттăрăн ывăлĕ, Анатолий Павлов запасри полковник, хăйĕнпе пĕр шухăшлă çынсемпе йĕркелесе пырать.
Хальхи вăхăтра Шупашкарта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Мадуров паллă скульптор бюст хатĕрлеме пуçланă. Сентябрь уйăхĕнче Слакпуçĕнче йывăçсен аллейине никĕсленĕ. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме самай укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавăнпа та хаклă туссем, çывăх çыннăмăрсем, сире çак пархатарлă ĕçе хутшăнма ыйтатпăр. Ыр кăмăллăх акцине хутшăнса бюст фондне нухрата 8 963 779 02 06 телефон урлă (вăл Анатолий Николаевич Павловăн) куçарма пулать.
Юрий СНЕГОПАД. Пелепей районĕ.