Новости
6 Октября 2021, 05:50

Пултарулăх тĕнчин ăстисем

Слакпуç ялĕ хăйĕн пултаруллă та ĕçчен çыннисемпе мĕн авалтанах мăнаçланать. Çак ялта ăсталăх тени йăхран йăха куçса пырать пулмалла: пултаруллă çамрăксем ялта нумай. Паянхи сăмахăм Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн филиалĕ шутланакан Слакпуçĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем çинчен пулĕ. Культура çуртне çамрăк та лара-тăра пĕлми Алена Андреева ертсе пырать.

Пултарулăх тĕнчин ăстисемПултарулăх тĕнчин ăстисем
Пултарулăх тĕнчин ăстисем

Унта вăй хуракансемпе çывăхрах паллашсан хăвна пултарулăх лаççине лекнĕ пекех туятăн. Фойере кружоксенче тунă ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Вĕсем хăйне евĕрлĕхĕпе, тирпейĕпе тата илемлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Юнашар залра сцена çинче шкул ÿсĕмĕнчи ачасемпе репетици иртет. Ачасем пысăккинчен пуçласа пĕчĕкки таран ташлама тата юрлама вĕренеççĕ.
Слакпуçĕнчи культура çуртĕнче çичĕ кружокпа тĕрлĕ çул-йĕрлĕ пĕрлешÿсем ĕçлеççĕ. «Фантазия» ташă кружокне Алена Алексева ертсе пырать. Ăна 2003 çулта ташă композицийĕсене вĕрентес, ачасен пултарулăхне аталантарас, çитĕнекен ăрăва ялăн культура пурнăçне хутшăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çĕнĕ ертÿçĕ килнĕ хыççăн ушкăн тата хастартарах ĕçлеме пуçларĕ. Коллектив участникĕсем хăйсене ытларах кăтарта пуçларĕç, ялти пĕр мероприяти те асăннă ушкăнăн çĕкленÿллĕ туйăм çуратакан, шухăшпа пĕрле «ташлаттаракан» номерĕсемсĕр иртмест. Ташă ушкăнĕн репертуарĕнче – тĕрлĕ стильпе юхăмсемлĕ ташăсем. Коллектив 18 çынран тăрать. «Фантазия» ташă ушкăнĕ районти пур концертсене те, фестивальсемпе отчетлă концертсене те хутшăнать.
«Росиночка» ача-пăча вокал ушкăнне 2011 çулта йĕркеленĕ. Ку ушкăна та А.И. Алексеева ертсе пырать. Унта 7-18 çулхи ачасем çÿреççĕ. Çак ансамбль пултарулăх çулĕпе пĕчĕк-пĕчĕк утăмсемпе утнă. Малтан репертуар суйланă, çĕнĕ костюмсем хатĕрленĕ. Занятисенче ачасен сассисене тĕрĕс лартма, пĕр-пĕрне итлеме вĕрентеççĕ. Коллектив ертÿçи палăртнă тăрăх, ушкăнпа ĕçлени усăллăрах та.
«Силпи» чăваш вокал ушкăнне Регина Карпова ертсе пырать. Ушкăн 1980 çулта Слакпуç ялĕнчи культура çуртĕнче йĕркеленнĕ. Унта 13 çын çÿрет. Пултарулăх коллективĕ юрра-кĕвве юратакан тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисене пĕрлештерсе тăрать.
Ушкăн хастарĕсем çулсеренех «Несĕлсен çĕрĕ» («Земля предков») муниципаллă фестивале хутшăнаççĕ, парнеллĕ вырăнсем çĕнсе илеççĕ. 2021 çулхи май уйăхĕнче ял хутлăхĕсем хушшинчи «Юрлакан ял» вокал пултарулăхĕн республика конкурсĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех ансамблĕн солисчĕ С.Р. Петрова «Туслă çĕр çинче» республикăри куçăн мар конкурса хутшăнса 3 степень лауреачĕ пулса тăнă. «Юрлакан ял» ял хутлăхĕсен хушшинчи вокал конкурсĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче «уйрăм юрласси» номинацире Регина Карповапа Светлана Петрова çĕнтерÿçĕсем пулнă.
Ал ĕçне юратакансем валли «Ăста хĕрт-сурт» («Мастер домовенок») илемлĕ ĕçлев ÿнер пултарулăхĕн кружокĕ ĕçлет. Ăна Р.А. Карпова ертсе пырать. Çак пĕрлĕх 2015 çулта йĕркеленнĕ. Унăн ĕçне шкулти технологи урокĕ евĕр мар, урăхларах тума тăрăшаççĕ. Унта ачасем çут çанталăк материалĕсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе, гофра текен хутпа ĕçлеççĕ. Хăнăху занятийĕсенче ачасем çĕнĕ техникăна – декупаж (хутпа çыпăçтарасси) тата квиллинг – алла илнĕ. Вĕсен ĕçĕсенчен клубра курав йĕркелеççĕ. Кружок ĕçне ачасен ÿсĕмне шута илсе йĕркеленĕ.
«Сывлăх» пĕрлешÿ 2016 çулта ĕçле пуçланă. Ушкăн старости Елена Данилова - тивĕçлĕ канури çын. Коллективра – улттăн. Занятисем тренажер залĕнче иртеççĕ. Унта хăйсен сывлăхĕсене упрама, сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыма тăрăшакан аслă ÿсĕмри çынсем çÿреççĕ. Асăннă пĕрлешĕвĕн ертÿçи Р.А. Карпова.
«Соловушка» вырăс вокал ушкăнне Алена Андреева ертсе пырать. Ăна 2003 çулта йĕркеленĕ. Коллектива 25 çултан аслă 13 çын çÿрет. Алена Федоровна ертсе пыракан занятисенче вокал искусствин, актер пултарулăхĕн ăсталăхĕсене алла илеççĕ, тĕрĕс сывлама, микрофонпа усă курма хăнăхаççĕ. «Соловушка» вокал ушкăнĕн членĕсем сцена çине ушкăнпа та, пĕччен те тухаççĕ. Вĕсем культура çурчĕ ирттерекен тĕрлĕ концерт программисемпе тематика мероприятийĕсене, фестивальсемпе конкурссене хутшăнаççĕ.
Культура çуртĕнче 2003 çулта пуçарса янă «Хĕлхем» театр кружокĕ те пур. 2017 çултанпа ушкăна Алена Андреева ертсе пырать. Коллектива 25 çулхи тата аслăрах çынсем çÿреççĕ.
Культура учрежденийĕн коллективĕ çамрăк, туслă. Вĕсене çак ĕçре хавхалануллă кăмăл-туйăм, ăнăçу сунас килет.
Ирина НИКОЛАЕВА, вĕрентекен.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Пултарулăх тĕнчин ăстисем
Пултарулăх тĕнчин ăстисем
Пултарулăх тĕнчин ăстисем
Пултарулăх тĕнчин ăстисем
Пултарулăх тĕнчин ăстисем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас