Пушкăртстанстат пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи июль уйăхĕнче вăтам ĕç укçи 40 641 тенкĕрен иртнĕ.
Яланхи пекех чи пысăк ĕç укçи коксран тата нефтьрен тĕрлĕ продукци туса кăларакансен шутланать. Вăл çичĕ уйăхра вăтамран 81 806 тенкĕпе танлашнă, 2020 çулхи январь-июль уйăхĕсенчи тапхăртан 1,4 процент нумайрах.
Иккĕмĕш вырăнта – хими таварĕсемпе япаласем туса кăларакансем. Вĕсен вăтам шалăвĕ 60 427 тенке çитнĕ. Ÿсĕм виçи - 10,2 процент.
Виççĕмĕш картлашка çинче наука тата техника ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă сфера тăрать – вăтамран 57 867 тенкĕ. Иртнĕ çулхинчен 8,4 процент нумайрах.
Чи пĕчĕк вăтам ĕç укçине те палăртса хăвармалла, кунта каллех сĕтел-пукан туса кăларакансем пĕрремĕш вырăнта тăраççĕ (15 319 тенкĕ). 2020 çулхи кăтартусемпе танлаштарсан, вĕсен вăтам ĕç укçи 17,9 процент ÿснĕ тесе пĕлтернĕ статистиксем.