Пур хыпар та
Новости
7 Октябрӗн 2021, 09:59

Лейкозпа чирлĕ ĕнесене тупса палăртнă

Пушкăртстанра лейкоз чирĕ ернĕ пин ытла ĕне тупса палăртнă. Кун пирки Россельхознадзорăн регионти управленийĕн пресс-службинче пĕлтернĕ. Шултра мăйракаллă выльăхсем чирленĕ тĕслĕхсем Бирск, Благовещенск, Ермеккей, Иглин, Кушнаренокво тата Ĕпхÿ районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермисенче тĕл пулаççĕ.

Лейкозпа чирлĕ ĕнесене тупса палăртнă
Лейкозпа чирлĕ ĕнесене тупса палăртнă

Пурĕ 3972 ĕне юнне илсе тĕрĕслеме янă. Пушкăртсанри наукăпа наукăпа производствăн ветеринари лабраторийĕ тунă анализсем 1050 ĕне  лейкозпа, шултра мăйракаллă  выльăхăн онкологи чирĕпе, чирленине тупса палăртнă. Вăл вируссем урлă ерет.

Ĕнесем чирлекен пур хуçалăхра та карантин йĕркеленĕ. Чирлĕ выльăхсене сăвăнакан ĕнесен тĕп кĕтĕвĕнчен уйăрнă. Ведомствăра пĕлтернĕ тăрăх, Росссельхознадзор управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ  мониторинг илсе пырать тата Раççей Федерацийĕн ветеринари законодательстви хушнине пурнăçлать.

Чирлĕ выльăхăн сĕтне вĕретмесĕр, какайне пĕçермесĕр çиме юрамасть. Мĕншĕн тесен онкологи вирусĕсем сиенлĕ япаласем кăлараççĕ. Çавăнпа та çын наркăмăшланма пултарать.

Хальлĕхе ĕне лейкозĕ çынсемшĕн хăрушă мар. Анчах вирус çăмăллăн улшăнса чирĕн урăх тĕсне куçма, çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Ндежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас