+10 °С
Облачно


Чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен регионсем хушшинчи конкурсӗ октябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви йĕркелет.
Конкурса виҫӗ ҫулта пӗрре ирттерме йышӑннӑ.
«Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире ҫӗнтерсен 100 пин тенкӗ парӗҫ, «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьесӑшӑн» та ҫавӑн чухлех тивӗҫӗ.
Чăваш халăх сайтĕнчен.