Пур хыпар та
Новости
8 Октябрӗн , 15:20

Кайăк-кĕшĕк грипĕ алхаснипе икĕ яла карантина хупнă

Пушкăртстанри Туймазă районĕнчи икĕ яла кайăк-кĕшĕк грипне пула карантина хупнă. Кирлĕ указа Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ алхаснипе икĕ яла карантина хупнă

Бишкурай тата Николаевка ялĕсенчи «Алтын-Каз» хресченпе фермер хуçалăхĕсенчи чăх-чĕпсем кайăк-кĕшĕк грипĕпе чирленине тупса палăртнă. Хăрушлăх зонине чир сарăлнă вырăнтан пилĕк çухрăмра вырнаçнă ялсем те кĕреççĕ. Çав шутра – Николаевка, Мустафино, Айтиктамак, Знаменка, Бишкурай, Ермучино тата Булат ялĕсем.

Документра палăртнă тăрăх, чару мероприятийĕсем мĕнпур йышши кайăк-кĕшĕке (вĕсен шутне тискер кайăксем кĕмеççĕ) тĕп тунă кунран пуçласа 21 талăка тăсăлаççĕ.

Пушкăртстан Республикинчи Ветеринари управленине чир вучахне тĕп тума тата территорисенче чире сарăлма чарас тĕллевпе план хатĕрлеме хушнă.

Карантин вăхăтĕнче чирлĕ кайăк-кĕшĕксене сиплеме тата апат пĕçерес тĕллевпе вĕсене пусма, чир сарăлнă территорисене ют çынсене кĕме, кайăк-кĕшĕк туянма, вĕсене ялтан илсе тухма тата унта илсе кĕме, усрама тата сунара çÿреме юрамасть.           

Автор:Ирида Матниязова