ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçын 2021 çулхи июль уйăхĕн 21-мĕшĕччен граждансем валли ПЦР тест мелĕпе кăшăлвирус чирĕпе чирленипе чирлеменнине палăртакан медицина справкисем хатĕрленĕ. Вăл пĕлсе тăрсах çын чирлемест тесе документсене суя сведенисем кĕртнĕ, медицина учрежденин суя штампĕсене лартнă тата тухтăрсем вырăнне хăй алă пуснă. Çапла майпа вăл 36 справка «ăсталанă», вĕсен кашнийĕн хакĕ пĕр пинрен пуçласа икĕ пин тенке çитнĕ. Янтă укçана клиентсем унăн банк картти çине куçарнă е почта ещĕкне хурса хăварнă. Вăл пурăнакан вырăнта полици ĕçченĕсем 50 пин тенкĕ ытла укçа тытса илнĕ.
Айăплакан хăй тунă преступленине йышăннă. Уголовлă ĕçе пăхса тухма Октябрьски хула судне ярса панă.
Закона хирĕçле ĕç тунăшăн арçынна икĕ çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ е ирĕксĕрлесе (принудительный) ĕçлеме ярĕç.
Юрий СНЕГОПАД.