Пур хыпар та
Новости
8 Октябрӗн , 16:50

Питĕрте газ кĕртмели программăна тĕплĕн сÿтсе явнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Питĕр хулинче иртнĕ вуннăмĕш пĕтĕм тĕнчери газ форумĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе журналистсене паллаштарнă май: « Эпир 2025 çулччен газ кĕртмелли программăна сÿтсе яврăмăр. Вăл питĕ пысăк, калăпăшĕпе иртнĕ пилĕк çулхинчен темиçе хут,-  тенĕ.

Питĕрте газ кĕртмели программăна тĕплĕн сÿтсе явнă

- Кунта яланах сехете тĕрĕслесе тăмалла. Укçа-тенкĕ тата вăй-хăват пурри пĕр япала, пĕр вăхăтрах мĕнпур объектсене те хатĕрлемелле, вырăнти халăхпа та ĕçлемелле. Иккĕмĕш ыйту та çивĕччисенчен пĕри – хушма газ кĕртмелли (догазификация) программа. Ку вăл Раççей Президенчĕн программи – халăх укçа тÿлемесĕр кăвак çулăма вырăна çити тăсасси. Кунта та татса паман ыйтусем çителĕклех. Паян эпир çулталăк вĕçлениччен мĕн чухлĕ газ кĕртмеллине тата çитес çул пирĕн умра мĕнле тĕллевсем тăнине сÿтсе яврăмăр,- пĕлтернĕ регион ертÿçи.

Радий Хабиров газ форумĕн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсенчен пĕри Ростехпа тата Газпромпа килĕшÿ тунине алă пусса çирĕплетни тесе хак панă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра «Газпром» валли индустри двигателĕсем туса кăларса вĕсене тĕрĕслемелли комплекса хута ямалла.

- Эпир хамăрăн «ОДК-УМПОпа» «Газпром» хушшинчи коопераци ыйтăвне татса парас ĕçре закон шайĕнче пăнчă лартрăмăр. Ĕпхÿри моторпа промышленность пĕрлешĕвĕ (УМПО) «Газпром» магистралĕсем тăрăх газ уçламалли двигательсем кăларма пуçлĕ. Чи кирли, эпир УМПОпа çĕнĕ двигателе хатĕрлесси пирки пĕр-пĕрне ăнланса калаççа татăлтăмăр, çак тавар малашне чылай çĕрте кирлĕ пуласси паллă,-  палăртнă Радий Хабиров.

Республика пуçлăхĕ газ форумĕ Питĕрти пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕпе тата Сочири инвестфорумпа пĕр шайри пысăк лапам шутланнине пытарман. Çавăнпа Пушкăртстан унăн ĕçне яланах хутшăнать.

- Ку вăл ыттисен умĕнче республикăн хăватне кăтартса пани. Эпĕ хăйне евĕр, сайра пулакан май пулнине палăртасшăн. Эпир çапла туса васкамастпăр, мĕншĕн тесен вăл тăкаксăр пулмасть -  финанс енчен те, вăй-хăват енчен те. Пысăк форумсенче, ăçта тарăн та анлă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатаççĕ тата хăватлă компанисемпе организацисем хутшăнаççĕ, эпир яланах хутшăнăпăр,- пĕтĕмлетнĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов