Пур хыпар та
Новости
8 Октябрӗн , 15:20

Сăвă вулакансене йыхравлаççĕ

Авăркас районĕн Тĕп культура керменĕ «Манăн тăван кĕтес» илемлĕ вулакансен район конкурсне хутшăнма йыхравлать. Вăл онлайн мелĕпе иртĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хутшăнма пултараççĕ.

Сăвă вулакансене йыхравлаççĕ

Конкурс условийĕсем тăрăх, сăвăсем республика, Тăван çĕршыв тата тăван кĕтесĕн çут çанталăкĕ çинчен пулмалла. Произведенисене Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен чĕлхисемпе илемлĕ вуламалла. Пултарулăх номерĕсене юрă-кĕвĕсемпе, декорацисемпе тата тумсемпе илемлетме пулать.
Видеосене 2021 çулхи октябрь уйăхĕн 8-21 мĕшĕсенче çак электронлă почтăпа klub.formirowania@yandex.ru ярса памалла. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх конкурса хутшăннисем сертификатсем илме тивĕçĕç.

Автор:Ирида Матниязова