Пур хыпар та
Новости
12 Октябрӗн , 10:50

65 çултан иртнисемшĕн самоизоляци йĕрки пурнăçа кĕрĕ

Пушкăртстанра октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 65 çултан иртнĕ çынсен самоизоляци йĕркине пăхăнма тÿр килĕ. Çакăн çинчен паян правительствăн оперативлă ларăвĕнче пĕлтернĕ.

65 çултан иртнисемшĕн самоизоляци йĕрки пурнăçа кĕрĕ

Аса илтеретпĕр, маларах кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлнине пула ватă çынсен çак йĕркене пăхăнмалли çинчен регионти ковид-госпитальсенчи тĕп тухтăрсем сăмах хускатнăччĕ. Медицина ĕçченĕсем уйрăмах 65 çултан иртнисем, вăраха кайнă (хронический) чирсемпе нушаланакансем ковидпа чирлесе ытларах вилнине асăрхаттараççĕ.

Самоизоляципе çыхăннă правилăсем прививка туман ватă çынсене, вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсене пырса тивет тесе пĕлтернĕ регион Пуçлăхĕ Радий Хабиров.

Сывлăх сыхлав министерствине Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтелев паракан ведомствăпа пĕрле çĕнĕ чару мерисене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслеме ятарла механизм йĕркелеме хушнă.

- Мĕнпур муниципалитетсен 65 çултан иртнĕ, кăшăлвирусран вакцина туман çынсене килĕсенчен тухмасăр лартас ĕçе йĕркелемелле. Çак норма пирĕн пĕр хут пулнă. Çулталăк каялла курнине тепĕр хут аса илетпĕр,- тенĕ Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов