Пур хыпар та
Новости
12 Октябрӗн , 12:00

Раççей гражданинĕн паспортне панă

Туркменистанра 30 çул чурара пурăннă Ĕпхÿ хĕрарăмне Раççей гражданинĕн паспортне панă тесе пĕлтернĕ ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.

Раççей гражданинĕн паспортне панă

Гульбина Гильванова унччен маларах тăванĕсемпе Пушкăртстан Республикинче пурăннă. Анчах 1991 çулта 20 çулхи хĕр каччин тăванĕсемпе паллашас тĕллевпе Туркменистан Республикине тухса кайнă. Малтан хĕр тăванĕсем патне çырусем çырнă, кайран вара çухалнă. Çакăн хыççăн çывăх çыннисем ăна шыранă, анчах тупайман. Хĕрарăмăн пурнăçĕ çăмăл килмен: çамрăксем хушшинчи хутшăнăва официаллă майпа çирĕплетмен, Гульбина тÿлевсĕр ĕç вăйĕ пулса тăнă. Вăтăр çул хушши вăл пĕрле пурăнаканăн тата ытти ял çыннисен çурчĕсенчи чи йывăр та хура ĕçе пурнăçланă. Ăна тăтăшах хĕненĕ.
Чылай çул иртсен хĕрарăм хăйĕн аппăшĕпе çыхăнăва тухнă. Пушкăртстан влаçĕсем пулăшнипе Гульбина тăван çĕре таврăнма пултарнă.
Гульбина Гильванова чура пурнăçран хăтăлсан Пушкăртстан Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин Миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленине çитнĕ, Раççей Федерацийĕн гражданствине илес тесе кирлĕ документсем пухнă. Хĕрарăм РСФСР территоринче çуралнине, 1991 тата 1992 çулсенчи лару-тăрăва шута илсе ăна Раççей Федерацийĕн гражданинĕ тесе йышăннă.
Хальхи вăхăтра Гульбина аппăшĕпе пурăнать, çĕнĕ пурнăçа хăнăхать.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова