Пур хыпар та
Новости
12 Октябрӗн , 10:45

Тĕрмере ларакана взятка панăшăн судпа айăплаççĕ

Регионти прокуратура пĕлтернĕ тăрăх, Салават хулинче тĕрмери арçынна суд умне тăратĕç. Ăна ĕçпе юсанакан колони ĕçченне взятка панăшăн  айăплаççĕ.

Тĕрмере ларакана взятка панăшăн судпа айăплаççĕ

Следстви шухăшĕпе,  юсанмалли срокне колонире ирттерекен  арçын хăйне мобильлĕ телефон тата «насвай» текен табак изделийĕ илсе кĕме ирĕк панăшăн хăрушсăрлăх уйрăмĕн асăрхав (надзор) ушкăн инспекторне иртнĕ çулхи сентябрь-декабрь уйăхĕсенче тепĕр çын урлă 4-5-шер пин тенкĕ панă. Взяткăн пĕтĕмĕшле хисепĕ 30 пине çитнĕ.

Унсăр пуçне инспектор режим объектне наркотиксем илсе кĕме ирĕк панăшăн  15 пин илнĕ. Унăн саккуна хирĕçле тунă ĕçĕсене ĕçпе юсанакан учрежденийĕн  хăрушсăрлăх  службин ĕçченĕсем çиеле кăларнă.

Взятка паракан хăй айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Уголовлă ĕçе Салават хула судне янă. Юсанакан колони сотрудникĕ тĕлĕшпе уçнă ĕçе пăхса тухма суда ярса панă.

Надежда РОДИОНОВА.  

Автор:Надежда Родионова