+17 °С
Облачно


Çитес вăхăтра Чишмари сахăр завочĕ те кăшманран продукци тума тытăнĕ. Унта хальлĕхе 85 пин тонна пылак тымар илсе килнĕ.
Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, регионта сахăр кăшманне пуçтарса кĕртесси вĕçленсе пырать. Октябрь уйăхĕн вун иккĕмĕш кунĕ тĕлне мĕнпур лаптăкăн 85% пухса илнĕ, çакă 31 пин гектарпа танлашать. Республикăри уй-хирсенче 744,6 пин тонна пылак тымар кăларнă, пĕр гектарти вăтам тухăç - 240 центнер.