Пур хыпар та
Новости
13 Октябрӗн , 15:05

Миловкăра 180 вырăнлă ача сачĕ уçăлнă

Ĕпхÿ районĕнчи Миловка ялĕнче 180 ача вырнаçмалăх «Совушка» ача пахчи уçăлнă. Объекта «Демографи» наци проекчĕ витĕмĕпе хăпартнă. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ тăватă пин тăваткал метрпа танлашать.

Миловкăра 180 вырăнлă ача сачĕ уçăлнă

«Совушкăра» музыка тата спорт залĕсем, методика кабинечĕ, логопед пÿлĕмĕ, ÿкерÿ студийĕ, медицина блокĕ тата прачечнăй пур. Ача садĕнче хăйне евĕр апат-çимĕç блокне уçнă. Шкул çулчченхи учреждени уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ ачасене те йышăнма хатĕр. Кунта пандуссемпе пассажир лифчĕ вырнаçтарнă.

Территоринче хĕвелпе çумăртан хÿтлĕхе пытанмалли тăрăллă кану вырăнĕсем пур. Çавăн пекех кунта паянхи саманана тивĕçтерекен ача-пăча лапамĕсем тата хуçалăхри пĕчĕк архитектура хатĕрĕсем вырнаçтарнă.

 - Пирĕн район çулсерен çĕнĕ çынсене пурăнма йышăнать. Çапла вĕсен шучĕ ÿссе пырать. Паянхи кун тĕлне кунта 100 пин çын тымар янă. Пурăнакансен шучĕ яланах ÿссе пыни вĕсене пурăнма хăтлă условисем туса парас яваплăх та ÿснине пĕлтерет. Эпир районти социаллă инфраструктура паянхи самана ыйтнине тивĕçтертĕр тесе тăрăшатпăр. Уйрăмах çитĕнекен ăрăва аталанма условисем туса пама майсем тупатпăр. Район инфраструктурине аталантарас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнăшăн республика ертÿçине тав тăватпăр, - тенĕ Ĕпхÿ район администраци пуçлăхĕ Вилорий Угаров.

Çавăн пекех вăл çĕнĕ ача сачĕ 1,5 -7 çулхи ачасен черетне пĕтерме пулăшнине те палăртнă.     

Автор:Ирида Матниязова