Пур хыпар та
Новости
13 Октябрӗн , 10:30

Министр докладне «иккĕ» паллăпа хак панă

Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алан Марзаевăн «Ешĕл Пушкăртстан» акцине йĕркелесе ирттернĕ ĕçне «иккĕ» паллăпа хакланă.

Министр докладне «иккĕ» паллăпа хак панă

- Мана миçе йывăç лартни çинчен отчет туни кирлĕ мар. Эпир тумалли ĕçе тăватă ушкăна пайласси пирки калаçса татăлнăччĕ. Пĕрремĕшĕ вăл – аллейăсем, - тенĕ регион пуçлăхĕ.
Тĕслĕх вырăнне Нефтекамск хулинче никĕсленĕ прокурор аллейине илсе кăтартнă. Çавăн пекех республика пуçлăхĕ хуласенчи тĕп урамсене йĕркене кĕртме ыйтнă: ватăлнă йывăçсене касма, вĕсен вырăнне пысăкрах тата шултăра хунавсем лартма хушнă. Муниципалитетсен пуçлăхĕсене çак ĕçсене тума бюджетра укçа-тенкĕ палăртма сĕннĕ.
- Иккĕмĕшĕ – картишсене симĕс тум кĕртесси. Виççĕмĕшĕ – пушаннă территорисене çынсен хăтлăхĕшĕн тирпей-илем йĕркелесси. Тата тăваттăмĕшĕ патшалăхăн вăрман фондне кĕрекен вырăнсенче пĕчĕк хунавсем лартмалла, - палăртнă Радий Хабиров.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканăн докладне республика пуçлăхĕ «иккĕ» паллăпа хакланă.
- Эсир каллех эпĕ хушнине пурнăçламан, - асăрхаттарнă регион ертÿçи. - Эсир лартнă йывăçсене шăварни çинчен пĕр сăмах та каламарăр. Йĕркесĕрлĕхе, ăçта килчĕ унта йывăç лартассине, пĕтермелле.
Алан Марзаев каланă тăрăх, кăçал кĕркунне «Ешĕл Пушкăртстан» акци сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 5-мĕшĕччен пынă. Мероприятисене пурĕ 48 пин ытла çын хутшăннă, республикăри ял-хуласенче 8,5 пин шултăра хунав тата 69 пин вĕтĕ хунавпа тĕм лартнă. Унсăр пуçне маларах лартнă хунавсене, хăрнине пула, çĕннисемпе улăштарнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов