Пур хыпар та
Новости
13 Октябрӗн , 10:45

Çĕнĕ ертÿçĕсене çирĕплетнĕ

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров иртнĕ ытлари кун республика правительствин оперативлă канашлăвĕнче çĕнĕ хушусем пирки пĕлтернĕ.

Çĕнĕ ертÿçĕсене çирĕплетнĕ

ПР Пуçлăхĕн 2021 çулхи октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнчи хушăвĕ тăрăх, Урал Кильсенбаева республика пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин шалти политика енĕпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Маларах, 2019 çултанпа, вăл ертÿçĕн çумĕ пулнă.
Çавăн пекех Радий Хабиров Авăркас тата Буздяк район муниципалитечĕсемпе Çтерлĕ хулин çĕнĕ пуçлăхĕсене çирĕплетнине пĕлтернĕ.
Авăркас районĕнче администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха Арслан Шагретдинов пурнăçлĕ. Маларах вăл республика пуçлăхĕн управленийĕн муниципаллă пĕрлĕхсемпе хутшăнакан советникĕ пулса ĕçленĕ. Буздяк районĕнче администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха Ильнур Игдиев пурнăçлĕ. Маларах вăл Аскин район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ пулса тăрăшнă. Çтерлĕ хулинче администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха Рустем Газизов туса пырĕ. Маларах вăл Ĕпхÿ хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса вăй хунă.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова