Пур хыпар та
Новости
13 Октябрӗн , 14:05

Ноябрь уйăхĕнче тăватă кун канăпăр

Раççей çыннисене 2021 çулхи ноябрь уйăхĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявланă май тăватă канмалли кун кĕтет.

Ноябрь уйăхĕнче тăватă кун канăпăр

Ĕçлемелле мар кунсем хушма канмалли кун хушăннипе тăсăлĕç. Уяв кунĕ, ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕ, кĕçнерни кунпа тÿр килет, çавăнпа эрне кун та ĕçлемелле мар кун пулать. Ун хыççăн вара шăмат кунпа вырсарни кун пыраççĕ.

Унсăр пуçне ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕ кĕске ĕç кунĕ шутланать.

Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче отпуска каякансен канмалли кунĕсем тăсăлаççĕ. Законпа килĕшÿллĕн отпуск кунĕсем çумне тата пĕр кун хутшăнать.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – патшалăх уявĕ. Ăна Раççейре çулсерен ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.  Уява 1612 çулхи пулăмсене, Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă земство ополченийĕ поляксене Мускавран хăваласа кăларса янине, асра тытса çирĕплетнĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕн тăваттăмĕш кунĕнче Раççейре акцисемпе концертсем иртеççĕ.

Унччен маларах Раççей Правительстви 2022 çулăн производство календарьне çирĕплетнĕ. Раççей çыннисем Çĕнĕ çул вăхăтĕнче январь уйăхĕн 1-9-мĕшĕсенче канĕç.

2021 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ – канмалли кун.

Май уявĕсем апрель уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçланса май уйăхĕн 3-мĕшĕччен тăсăлĕç, çавăн пекех май уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче те канмалли кунсем пулĕç.

Автор:Ирида Матниязова