Пур хыпар та
Новости
13 Октябрӗн , 12:30

Раççейри шахмат чемпионатĕнче тăвата лидер палăрнă

Октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ĕпхÿре хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче шахматла выляса ăмăртассипе йĕркеленĕ Раççей чемпионатĕнчи Суперфиналăн тăваттăмĕш турĕ иртнĕ. Уçă турнирта Дмитрий Андрейкин шурă кĕлеткесемпе ăмăртун лидерне Кирилл Алексеенкона çĕнтернĕ.

Раççейри шахмат чемпионатĕнче тăвата лидер палăрнă

Çавăн пекех Максим Матлаков та шуррисемпе Максим Чигаева хăвăрт парăнтарнă.

Александр Мотылев хура кĕлеткесемпе Павел Понкратова выляса илнĕ. Федосеевпа Есипенко, Горячкинпа Витюгов, Предкепе Рахманов хушшинчи кĕрешÿ никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ.

Тăватă тур хыççăнхи лару-тăру:

1-4. Кирилл Алексеенко, Никита Витюгов, Максим Матлаков, Дмитрий Андрейкин - 2,5-шер, 5-8. Александр Рахманов, Владимир Федосеев, Александра Горячкина, Андрей Есипенко – 2-шер, 9-12. Максим Чигаев, Александр Предке, Александр Мотылев, Павел Понкратов - 1,5-шер.

Хĕрарăмсен хушшинче Марина Гусева хурисемпе Ольга Гиряна çĕнтернĕ. Евгения Овод Дарья Войта вăйă вĕçĕнче выляса илнĕ: хурисем  малтан çăмăл мар лару-тăрура хÿтĕленнĕ, пилĕк сехет кĕрешнĕ хыççăн Мускав хĕрĕ йăнăш туса хăйĕн вырăнне çухатнă.

 Боднарукпа Бивол, Галлямовапа Погонина, Гунинапа Гарифуллина тата Шуваловапа Кашлинская хушшинчи кĕрешÿ никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ.

Тăватă тур хыççăнхи лару-тăру:

1-2. Валентина Гунина, Евгения Овод – 3-шер, 3-4. Полина Шувалова, Лея Гарифуллина - 2,5-шер, 5-7. Алина Кашлинская, Алиса Галлямова, Марина Гусева – 2-шер, 8-11. Дарья Войт, Ольга Гиря, Алина Бивол, Наталья Погонина - 1,5-шер, 12. Анастасия Боднарук – 1.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов