Пур хыпар та
Новости
13 Октябрӗн , 10:35

Шутлава Нумай функциллĕ центр та хутшăнать

Пушкăртстанри Нумай функциллĕ центр (МФЦ) Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăннине пĕлтернĕ патшалăх учрежденинче.

Шутлава Нумай функциллĕ центр та хутшăнать

Аса илтеретпĕр, октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен Раççейре 12-мĕш халăх çыравĕ иртмелле.
Çĕршывра пурăнакансем переписчиксем урлă килте е Пушкăртстанри МФЦ офисĕсенче çырăнма пултараççĕ. Камăн Пĕрлĕхлĕ идентификаци тата аутентификаци системинче шутлав çыравĕ пур, вĕсен «Госуслуги» порталĕнче «Участие в переписи населения» пусăма кĕрсе интернет-çырав иртме май пур.
- Çырав вăхăтĕнче граждансем çак процедурăна килте иртес мар тесен е электронлă майпа çырава хутшăнма май çук пулсан вĕсем МФЦ филиалĕсемпе уйрăмĕсенче çырăнма пултараççĕ. Çакăн валли пирĕн офиссенче переписчиксем е волонтерсем ĕçлĕç. Унсăр пуçне эпир çырăнма компьютерпа тивĕçтерме пултаратпăр. Çав вăхăтра МФЦ ĕçченĕсем мĕнпур процедурăсене иртме пулăшĕç, - тенĕ Нумай функциллĕ центр республикăри патшалăх автономи учрежденийĕн директорĕ Наталья Куприянова.
Çырава 10 чĕлхерен пĕринпе иртме пулать: пушкăрт, тутар, бурят, тува, чăваш, якут, узбек, акăлчан, китай тата корей. Халăх çыравĕ ирĕклĕ тата хупă (конфиденциальный) пулăм шутланать.
Малтанхи пĕтĕмлетÿсене республика 2021 çулхи декабрь уйăхĕнче тăвĕ. Тĕплĕн, пĕтĕмĕшле кăтартусемпе çынсене 2022 çулта пайăн-пайăн паллаштарĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 10 çулта пĕрре иртет. Унăн срокне тата хăш вăхăтра иртессине Раççей правительстви палăртать.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов