Пур хыпар та
Новости
Ĕнер, 10:20

1 млн ытла çын грипран прививка тунă

Республикăра грипа хирĕç прививка кампанийĕ пырать.

1 млн ытла çын грипран прививка тунă

Паянхи кун тĕлне 1 033 042 çын чиртен хÿтĕленсе прививка тутарнă. Çакă республикăра пурăнакансен 25,6% танлашать. Регионти Роспотребнадзор вĕсен шутĕнче 17 336 ача пулнине пĕлтернĕ.

Грипп – çивĕч вирус инфекцийĕ, вăл сывлăшпа тумлам урлă ерет. Кăçал уйрăмах грипран прививка тумалла, мĕншĕн тесен кăшăлвирус чирĕ те вăйлă сарăлнă. Икĕ инфекци пĕрлешни сывлăха япăх витĕм кÿме пултарать. Çавăнпа та медицина ĕçченĕсем вакцинацине маларах иртсен тата та лайăхрах пулассине çирĕплетеççĕ.

Çулсерен грипа хирĕç вакцинаци иртни - чи лайăх та тухăçлă профилактика шутланать. Вакцина вирус штаммĕсенчен хÿтĕлет. Çакă эпидеми сезонĕнче чи пĕлтерĕшли пулса тăрать.    

Автор:Ирида Матниязова