- Хальхи вăхăтра следовательсен пулса иртнине уçăмлатмалла. Вĕсем комплексра ĕçлекенсене ыйтса пĕлĕç, халăха законпа килĕшуллĕ тата нормăсене пăхăнса коммуналлă йăла пулăшăвĕ панине тĕрĕслеме эксперт тĕпчевĕсем ирттерĕç. Тĕрĕслев хыççăн суд процесĕн йышăнăвне тăвĕç, - тесе пĕлтернĕ регионти Следстви комитечĕн пресс-службинче.
Следстви умĕнхи тĕрĕслеве РФ Уголовлă кодексăн 238-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн (хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнмасăр йала пулăшăвĕ пани) йĕркеленĕ. Тĕрĕслев мĕнле пынине тата унăн кăтартавĕсене республикăри следствии управленийĕ сăнаса тăрать.
Юрий СНЕГОПАД.