Пур хыпар та
Новости
Ĕнер, 10:20

Вăйсăрланнă упа çури çынсем патне тухнă

Пушкăртстанпа Челябинск облаçĕн чиккинче вăйсăрланнă упа çури çынсем патне тухнă. Тăлăха юлнă тата выçăпа аптранă чĕр чун пирĕн республикăн чикки çывăхĕнче апат шыраса çул хĕррипе утнă. Ăна Катав-Ивановск районĕн çыннисем асăрханă. Вĕсем çийĕнчех Челябинск облаçĕнчи Экологи министерствине пĕлтернĕ.

Вăйсăрланнă упа çури çынсем патне тухнă

«Зюраткуль» наци паркĕн ĕçченĕ Экологи министерствин федераллă сунар надзорĕн ĕçченĕпе пĕрле упа çурине çăлса хăварма пулăшнă. Вĕсем тискер чĕр чуна «Уйрăмах сыхланакан çут çанталăк территорийĕсем» (УСÇТ) облаçри патшалăх учрежденийĕн аллине панă. Лешсем вара упа çурине Карен Даллакян клиникине илсе çитернĕ. Унта вăйсăрланнă пĕчĕк утамана кирлĕ пулăшу кÿнĕ. Ветеринарсем операци тунă, халĕ унăн пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ.

 - Упа çурин сывлăхĕ самаях хавшаннă. Ку вăл – çулталăкри хĕр ача, вăл выçăпа начарланнă. Пĕчĕк утаман апат шыраса темиçе çухрăм утнă, ăна тискер чĕр чунсем те тапăнма пултарнă. Унăн амăшне Пушкăртстанри сунар хуçалăхĕсен пĕр территорийĕнче персе вĕлернĕ пулмалла. Çавна пула упа çури чылай вăхăт вăрмансем тăрăх аташса çÿренĕ. Телее, ăна вăхăтра тупнă, УСÇТ ĕçченĕсем çăлса хăварма пулăшнă, - тенĕ Челябинск облаçĕнчи экологи министрĕн çумĕ Виталий Безруков.

Çавăн пекех министр çумĕ Карен Даллакян клиникине чĕр чун пурнăçне çăлса хăварма пулăшнăшăн тав тăвать.

Автор:Ирида Матниязова