Пур хыпар та
Новости
15 Октябрӗн 2021, 15:00

Республикăри ялсенчи 75 çемьешĕн çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлĕ

Пушкăртстан «Ял территорисене комплекслă аталантарасси» патшалăх программине пурнăçа кĕртес ĕçе хутшăнни 75 çемьен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май парĕ.

Республикăри ялсенчи 75 çемьешĕн çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлĕ
Республикăри ялсенчи 75 çемьешĕн çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлĕ

- Ял территорисене комплекслă аталантарасси программăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Эпир, ял тăрăхĕнчи муниципалитетсем асăннă программăна хутшăннине пула, пирĕн регионта ялсем мĕнле çĕнелсе илемленнине куратпăр. 2021 çулта республикăра патшалăх программин 9 енĕпе мероприятисем пурнăçлама палăртнă,- тенĕ ПР вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. – Пĕтĕмешле 1,5 млрд тенкĕлĕх 80 объекта хута яма палăртнă.

Çавăн пекех вăл кăçал пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатма 48 çемье субсиди илнине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне килĕшÿпе тара илсе усă курмалли çуртсенче 27 çемье хваттерлĕ пулмалла. Çапла майпа патшалăх программи Пушкăртстанри 75 çемьене çĕнĕ пÿрт ĕçки ирттерме май парать.

Вун çичĕ район муниципалитетĕнче ял территорисене тирпей-илем кĕртессипе 35 проекта пурнăçа кĕртнĕ, 26 çухрăм газ тата 44 çухрăм шыв пăрăхĕсем тăснă. Ял территорисене комплекслă атлантармалли проектсемпе усă курса Раевкăра 375 вырăнлă шкул тата Бурай ялĕнче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс тума пуçланă.  Çак объектсен çумне хушса тата Благоварпа Бурай районĕсенче комплекслă çурт-йĕр хăпартмалли тăватă проекта пурнăçланине палăртмалла тенĕ Пушкăртстан Республикин Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас