Çул-йĕр инспекторĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, «Рено Логан» рулĕ умĕнче Нефтекамск хулинче пурăнакан 58 çулхи арçын пулнă, вăл тăван хулине таврăнса пынă. Унпа пĕрле ларса пыракан 55 çулхи пассажир та инкеке лекнĕ. Дюртюли районĕпе иртсе пынă чухне тĕттĕмре водитель çул урлă каçакан пăшине сăнаса ĕлкĕреймен, ун çине пырса кĕнĕ.
- Çул çинчи пăтăрмаха пула руль умĕнчи арçынăн тата 55 çулхи пассажирăн, васкавлă пулăшу машини килсе çитиччен, чĕрисем тапма чарăннă. Чĕр чун та вилнĕ,- пĕлтернĕ инспекторсем.
Аса илтеретпĕр, октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Учалă районĕнче те çакăн евĕр инкек лашапа пулса иртнĕ. Ун чухне ВАЗ-2115 автомобилĕн 31 çулхи водителĕ пурнăçран уйрăлса кайнă.
Юрий СНЕГОПАД.