Пĕтĕмĕшле 810 пин тонна ытла пылак тымар пухса илнĕ. Вăтам тухăç гектартан 247,6 центнерпа танлашать. Ĕпхÿ тата Кармаскалă районĕсенчи уй-хирсенчи анасем 336 – 439 центнер панă.
Регионти сахăр завочĕсенче çĕнĕ тухăçран продукци туса кăларассипе хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне предприятисене 415 пин тонна чĕрĕ тавар илсе çитернĕ. Пĕтĕмĕшле 15 пин тонна сахăр песукĕ хатĕрленĕ.
Кăçал республикăри 16 районта сахăр кăшманне 36,5 пин гектар çинче акнă. Иртнĕ çул çак культура лаптăкĕ 28,8 пин гектарпа танлашнă, вăтам тухăç 400 центнера çитнĕ. Çакă вăл 2019 çулхинчен 10 процент нумайрах пулнă. 2020 çулта пĕтĕмĕшле тухăç 1 млн тонна урлă каçнă. Кăçалхи çул, шăрăх та çумăрсăр тăнă кунсене пула, мĕнпур ял хуçалăх культурисен тухăçне сахаллатнă.
Юрий СНЕГОПАД.