Новости
18 Октября 2021, 03:50

Раççейре 2022 çулта ача пăхнăшăн тÿлекен пособи виçи ÿсет

Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре пĕчĕк ачана пăхнăшăн уйăхсерен тÿлекен пособи виçи 5,8 % ÿсмелле, вăл 7 493 тенкĕпе танлашĕ. Чи пысăк тÿлев 31 282 тенкĕ пулĕ. Çакăн çинчен ТАСС Шутлав палатин «Социаллă страхлав фончĕн 2022 çулхи тата 2023-2024 çулсенчи тапхăрта планпа палăртнă бюджечĕ» официаллă хутри цифрăсене асăнса пĕлтерет.

Раççейре 2022 çулта ача пăхнăшăн тÿлекен пособи виçи ÿсетРаççейре 2022 çулта ача пăхнăшăн тÿлекен пособи виçи ÿсет
Раççейре 2022 çулта ача пăхнăшăн тÿлекен пособи виçи ÿсет

Хальхи вăхăтра çак тÿлев чи пĕчĕкки 7 083 тенкĕ шутланать (Пушкăртстанра -  8140 тенкĕ), чи пысăкки - 29 600 тенкĕ. Çÿлерех асăннă документа тишкернĕ май, çакна курма пулать: пĕчĕк ачана çулталăк çура çитиччен пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособисем тÿлеме пĕтĕмĕшле 169,5 млрд тенкĕ тăкакланать.

Унсăр пуçне февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача çуралсан пĕр хут паракан пособи виçи те 5,8 % ÿсет, вăл 19 981 тенкĕ пулмалла. Çак тÿлеве пурнăçа кĕртме 19,8 млрд тенкĕ кирлĕ. Паянхи кун пособин виçи 18 886 тенкĕпе танлашать.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас