

Кăçал 300 çухрăм ытла тăсăлакан 237 объектра юсав ĕçĕсем иртнĕ.
2021 çулта çулсене юсама 6 млрд тенкĕ ытла нухрат уйăрнă. 1,7 млрд тенкине федераллă бюджетран панă. Çулталăк вĕçлениччен 1 260 çухрăм çула юсама палăртаççĕ.
- 2022 çулта Караидель тата Дуван районĕсенчи «Бирск – Тастуба - Сатка» çула юсассипе çыхăннă ĕçсене вĕçлĕпĕр. Атăлçум федераллă округри Ĕпхÿ хулинчен «Хĕвел тухăç енне тухмалли çула» чи пысăк инфраструктура проектне вĕçлеме васкатпăр. Çитес вăхăтра М-12 пысăк хăвăртлăхлă çула тума тытăнăпăр. Нагаево енне чугун çул урлă каçма эстакада хăпартатпăр, Шурă Атăл урлă çĕнĕ кĕперсем хывма палăртатпăр.
Паллах, çивĕч те татса паман ыйтусем тата та пур. Муниципалитетсем, ялсем хушшинчи çулсене йĕркене кĕртмелле. Май пур таран эпир районсене пулăшма тăрăшатпăр, укçа-тенкĕ уйăратпăр, - тенĕ Радий Хабиров.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Безопасныеикачественныеавтомобильныедороги