-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Следстви версийĕ тăрăх, октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче пĕр арçын хăйĕн автомобилĕ çинче, Чишма районĕнче пулнă чух, пĕчĕк хĕрачана мăшкăланă.
- Следовательсемпе криминалистсем Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсемпе пĕрле преступлени тунă çынна тупса палăртас тĕллевпе следстви ĕçĕсем тата следствипе шырав мероприятийĕсем ирттереççĕ,- пĕлтернĕ ведомствăн пресс-службинче.
Йĕрке хуралçисем пĕлтернĕ тăрăх, арçын 35-40 çулсенче, вăтам кĕлеткеллĕ, хура кĕске çÿçлĕ. Унăн çийĕнче симĕс тĕслĕ ула-чăла камуфляж тумтир. Хĕсĕрлевçĕ кĕмĕл тĕслĕ «Ладо Ларгуст» автомобильпе çÿреме пултарать.
Юрий СНЕГОПАД.