Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Октябрӗн 2021, 17:40

45 çулхи арçын хăй çуртĕнче çунса вилнĕ

 Октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру министерствине (МЧС) Элшей районĕнчи Челноковка ялĕн Центральнăй урамĕнче çурт çунма тытăнни çинчен хыпар çитнĕ.

45 çулхи арçын хăй çуртĕнче çунса вилнĕ
45 çулхи арçын хăй çуртĕнче çунса вилнĕ

Вырăна çийĕнчех пушар уйрăмĕн вăйĕсемпе хатĕрĕсем çитнĕ. Пĕр хутлă, 8х5 виçеллĕ,  кăмакапа ăшăтакан çурта вут-çулăм хыпса илни çинчен ПР Инкеклĕ лару-тăру министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Пушар хуралçисем вут-çулăма сÿнтернĕ. Инкек пулса иртнĕ вырăнта 45 çулхи арçын ÿтне тупнă.

Халĕ вырăнта Раççей МЧС дознавателĕ,  следствипе оперативлă ушкăн ĕçлеççĕ. Çын вилĕмĕпе çыхăннă пушарăн сăлтавне, лару-тăруне тĕпчеççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: