Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Октябрӗн 2021, 17:20

М12 федераллă çула кăçалах тума пуçлĕç

Пушкăртстанра М12 çĕнĕ федераллă трасса - юлашки çулсенчи чи пысăк стройка - тăвассипе çыхăннă хатĕрленÿ ĕçĕсем кăçалах пуçланĕç. 2021 çулхи октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче çак çулăн Дюртюлĕ (Пушкăртстан) – Ачит (Свердловск облаçĕ) лаптăкĕн проектпа смета хучĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе патшалăх контрактне алă пусма палăртаççĕ.

М12 федераллă çула кăçалах тума пуçлĕç
М12 федераллă çула кăçалах тума пуçлĕç

2022 çул варринче проект хатĕр пулмалла, ăна Раççейри Патшалăх экспертизи ырласа пĕтĕмлетÿ тумалла. Халĕ подрядчиксем территори планĕпе çыхăннă документсене хатĕрлеççĕ. Çак ĕç 2021 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленмелле.

2021 çулхи декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен «Автодвор» патшалăх компани территорине строительство ĕçĕсем валли хатĕрлеме тытăнмалла. Йывăçсене 2021-2022 çулсенчи хĕл кунĕсенче касмалла, çу кунĕсенче инженери коммуникацийĕсене тепĕр хут хывмалла.

М12 трасса Пушкăртстанра Дюртюлĕ, Бурай тата Татăшлă районĕсем урлă иртĕ. «Автодвор» компани 275 çухрăма тăсăлакан Дюртюлĕ – Ачит çĕнĕ çул хăпартĕ. Вĕсенчен 140 çухрăмĕ республика территорийĕнче вырнаçĕ. Палăртнă тăрăх, çĕнĕ çул тÿлевлĕ пулмалла.

Мускав - Екатеринбург трасса юлашки вăхăтри чи пысăк инфраструктура проекчĕсенчен пĕри шутланать. Чăн малтан аслă çула Хусан хулине çитиччен тума палăртнă. Халĕ палăртнă вырăнта строительство ĕçĕсене пуçланă, унта пачах та урăхла çĕнĕ çулсем хывĕç. Унтан çула Урала çитиччен тăсма йышăннă. Кунта вара киввисемпе усă курса çĕнĕ лаптăксем хăпартĕç. Сăмахран, М7 трассăна Набережные Челнынчен пуçласа Пушкăртстан чиккине çити тĕпрен юсĕç, вăл çĕнĕ трассăн пĕр пайĕ пулса тăрĕ. Тутарстан чиккинчен пуçласа Дюртюлĕ хулине çити Верхнеяркеево ялĕнчен пăрăнса иртмелли çула хывĕç.  Дюртюлĕрен Ачита çити çĕнĕ тăватă ярăмлă (полоса) пĕрремĕш категориллĕ çул тăвĕç.    

   #Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Безопасныеикачественныеавтомобильныедороги   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: