Пур хыпар та
Новости
19 Октябрӗн 2021, 15:39

Пушкăртстан президент гранчĕсен конкурсне хастар хутшăнать

 2022 çулхи президент гранчĕсен пĕрремĕш конкурсне хутшăнакансенчен заявка йышăнасси вĕçленнĕ. Регионти обществăлла палата пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан  Республикинчи укçа-тенкĕпе çыхăнман (некоммерческая) организацисенчен пурĕ 516 заявка (563 заявка тăратнă Белгород облаçĕ хыççăн Пушкăртстан çĕршывра иккĕмĕш вырăн йышăнать) килнĕ.

Пушкăртстан президент гранчĕсен конкурсне хастар хутшăнать
Пушкăртстан президент гранчĕсен конкурсне хастар хутшăнать

Президент гранчĕсен конкурсне хутшăнма кăмăл тунă заявкăсен шучĕпе мала тухнă пилĕк регион шутне (Мускава шута илмесĕр) çавăн пекех Санкт-Петербург, Волгоград облаçĕ, Тутарстан кĕнĕ. Атăлçи федераллă округри регионсем хушшинче асăннă конкурса тăратнă заявкăсен шучĕпе Пушкăртстан - пĕрремĕш, Тутарстан – иккĕмĕш, Самара облаçĕ виççĕмĕш вырăна тухнă.

 - Заявкăсен шучĕ конкурса укçа-тенкĕпе çыхăнман миçе организаци хутшăнма кăмăл тунине, вĕсем патшалăх грант системине шаннине кăтартать, - палăртнă ПР Общество палатин аппарачĕн председателĕ Шамиль Валеев. – ПР Общество палатин аппарачĕн укçа-тенкĕпе çыхăнман Ресурс центрĕн тĕп тĕллевĕ  - конкурсра çĕнтереймен пĕрлĕхсемпе активистсене пулăшасси, малалла ĕçлеме хавхалантарасси. Пирĕн регионта хастар та ырă çынсем нумай, вĕсене тĕрлĕ грант системине (çав шутра регионтине те) хутшăнма май туса памалла.  Пĕрлĕхлĕ федераллă грант операторĕ ĕçленĕ çулсенче Пушкăртстанра ырă ĕçсем тума 500 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Экспертсем палăртнă тăрăх, республикăри проектсем хуçисем пекех сăпайлă. Нумайăшĕ хăйсен вăйĕ çине çеç шанаççĕ. Çÿлтен татăлса анасса кĕтсе ларма хăнăхман.

Президент гранчĕсен конкурсне 2022 çулхи январь уйăхĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Конкурс витĕр иртнĕ проектсем февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çула тухĕç. Йышăннă йĕрке тăрăх, укçа-тенкĕпе çыхăнман организацисене парĕç.

Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас