Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Октябрӗн 2021, 16:13

«Урал сасси» тăваттăмĕш теçетке çула такăрлатать

Паян, октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 32 çул çитрĕ. Чăн та, ку вăл çавра датă мар, анчах та редакцине хаçат тусĕсенчен салам сăмахĕсем чылай килчĕç. Пĕрремĕш шăнкăрав Ермеккей районĕнчи Кăратмасра пурăнакан Зоя Колесниковаран пулчĕ.

«Урал сасси» тăваттăмĕш теçетке çула такăрлатать
«Урал сасси» тăваттăмĕш теçетке çула такăрлатать

Çак вăхăт хушшинче вулакан патне пĕтĕмĕшле кăларăмăн 1605 номерĕ çитнĕ. «Урал сассин» пĕрремĕш номерĕ Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçат редакцинче обществăлла редколлеги вăйĕпе калăпланнă, Çтерлĕ хулинчи типографинче пичетленнĕ. Ăна пуçарса яракансен шутĕнче А.В. Федоров вăрçă тата ĕç ветеранĕ, А.С. Савельев-САСпа Н.Л. Леонтьев çыравçăсем, А.А. Кондратьев профессор, И.Г.Тарасов журналист тата ытти чăваш хастарĕсем пулнă. Каярах ăна (черетлĕ виçĕ номерне) Пишпÿлек çĕрĕ çинче кун çути кăтартнă. Çав вăхăтра «Çутă çул» хаçатра ĕçлекен Владимир Аптраман çыравçă хăйĕн йышĕпе йывăр лава малалла туртнă. 1990 çултанпа хаçат редакцийĕ чăвашсем никĕсленĕ Пелепей хулинче тымар янă, паянхи кун та хăйĕн ĕçне вулакан ыйтнине тивĕçтерес тĕллевпе йĕркелесе пырать.

Хаçата çуралнă кун ячĕпе саламласа Чăваш наци телевиденийĕ «Ир пулсан» кăларăмра скайп урлă 5 минутлăх тÿрĕ эфир йĕркелерĕ, Чăваш наци радиовĕ те хыпарларĕ. Унта хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тухса сăмах каларĕ, редакцин кулленхи ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Эпир те хамăрăн хаклă та хисеплĕ вулакансене çак уяв ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх та тулăх пурнăç сунса яланах пирĕнпе пĕрле пуласса шанатпăр. Пуриншĕн те пурнăç çулĕ такăр пултăр.

«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

 

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: