Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Октябрӗн 2021, 11:28

Чăваш хĕрĕ – республика пуçлăхĕн стипендиачĕ

Пушкăрт патшалăх университетĕнче студентсемпе аспирантсене республика Пуçлăхĕн Радий Хабировăн стипендийĕпе чысласси иртнĕ.

Чăваш хĕрĕ – республика пуçлăхĕн стипендиачĕ
Чăваш хĕрĕ – республика пуçлăхĕн стипендиачĕ

Дипломсене ППУ ректорĕ Н.Д. Морозкин тата ПР Вĕрентÿпе наука министрĕ А.В. Хажин панă. 2022 вĕренÿ çулĕсенче ятлă стипендие аслă пĕлÿ паракан шкулăн 80 вĕренекенĕ илсе тăрĕ.
Вĕрентÿ тата наука ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем туса ПР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ студентсенчен пĕри – ППУ Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче вĕренекен Анфиса Салихова.
Анфиса вĕренме кĕнĕ кунранпах факультетпа аслă шкулăн обществăпа культура пурнăçне хастар хутшăнать, наука ĕçĕсем çырать, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕсен профкомĕн председателĕ шутланать. Çавăн пекех Анфиса «Урал сасси» хаçатпа та туслă çыхăну тытать. Пултаруллă хĕр хăйне вĕренÿре хавхалантарса пынă, пулăшнă преподавательсене, уйрăмах Л. В. Коротаевана, тав тăвать.
Надежда РОДИОНОВА.
Çтерлĕ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: