Новости
20 Октября 2021, 06:33

Хаксене сăлтавсăр ÿстерме ирĕк памĕç

Пушкăртстанра малашне социаллă пĕлтерĕшлĕ тесе йышăннă апат-çимĕç хакĕ пĕр сăлтавсăр ÿснине сăнаса тăрĕç. ПР Премьер-министрĕ Андрей Назаров апат-çимĕç хакĕн мониторингне тĕрĕслесе тăракан ĕçлĕ ушкăн йĕркелесси çинчен калакан хушăва алă пуснă.

Хаксене сăлтавсăр ÿстерме  ирĕк памĕçХаксене сăлтавсăр ÿстерме  ирĕк памĕç
Хаксене сăлтавсăр ÿстерме ирĕк памĕç

Документпа килĕшÿллĕн унăн йышне ял хуçалăх, суту-илÿпе çăмăллăхсем паракан министрсем, Пушкăртстан Республикинчи Монополие хирĕç кĕрешекен служба ертÿçи, Пахча çимĕç ÿстерекенсен пĕрлĕхĕн, Пушкăртстан суту-илÿ ассоциацийĕн председателĕсем кĕрĕç.
Ĕçлĕ ушкăн председателĕ пулма республикăри экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министрне Рустам Муратова çирĕплетнĕ.
Пушкăртстан статистики пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çулталăк пуçламăшĕнчен çĕр улми – 20%, пахча çимĕç – 46%, апат-çимĕç таварĕсем пĕтĕмĕшле 3,7% хаклăланнă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас