Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Октябрӗн 2021, 14:52

Халăх перепиçне ăçта иртме пулать?

Пушкăртстанра пурăнакансем халăх перепиçне пĕтĕм республикипе вырнаçнă ятарлă участоксенче иртме пултараççĕ.

Халăх перепиçне ăçта иртме пулать?
Халăх перепиçне ăçта иртме пулать?

Вĕсен адресĕсене Башкортостанстат сайтĕнче «Всероссийская перепись населения 2020» уйрăмра тупма пулать. Регионти хула, район администраци сайчĕсенче Башстат уйрăмне кăтартакан баннерсем вырнаçтарнă. Халăх перепиçне иртмелли участоксен адресĕсене хула, район хаçачĕсенче те пичетленĕ.

Асăннă перепиçĕн тĕп çĕнĕлĕхĕ –  Раççейре пурăнакансем Госуслуги порталта хăйсем тĕллĕн электронла перепись листине çырса тултарма май пурри.

Пурăнакан çуртсене иртнĕ чух переписчиксем Раççей операци системиллĕ, хамăр патра туса кăларнă планшетлă компьютерсемпе усă кураççĕ.

Çавăн пекех патшалăхпа муниципаллă çăмăллăхсем паракан «Мои документы» нумай функциллĕ центрсенче халăх перепиçне иртсе пулать.

Перепись ирттерекен çынсем удостоверенипе (ăна вĕсем паспортпа пĕрле кăтартмалла), çутă ÿкерекен элементлă тата Пĕтĕм Раççейри перепись логотипĕллĕ жилетпа, перепись паллиллĕ шарфпа тата «Росстат» тесе çырнă сенкер портфельпе пулмалла.

Пĕтĕм даннăйсене çынсем каланă тăрăх çырмалла. Переписчика нимĕнле документсем те кăтартма кирлĕ мар.

Ыйтусем сиксе тухсан Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕн хĕрÿ лини телефонĕпе: 8 800 347 11 02 шăнкăравласа пĕлме пулать.

Инга АЛЕКСЕЕВА.                                                                                        

 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: