Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2021, 09:00

Кăшăлвируса пула тăхăр кун канăпăр

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв правительстви октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен ĕçлемелли мар кунсем тумалли çинчен сĕннине ырласа йышăннă. Унăн шухăшĕпе çынсене вакцинаци тăвасси çÿллĕ шайра мар, çакă кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлассине ÿстерме пултарать. Çав вăхăтрах канмалли кунсенче ĕç укçи тÿленмелле.

Кăшăлвируса пула тăхăр кун канăпăр
Кăшăлвируса пула тăхăр кун канăпăр

Çĕршыв пуçлăхĕ кăшăлвирус ыйтăвĕпе ирттернĕ канашлура Раççей правительствин вице-премьерĕ Татьяна Голикова хăйĕн сĕнĕвĕпе паллаштарнă.

 - Хăш регионсенче эпидемиологи лару-тăрăвĕ йывăртарах, вĕсем ĕçлемелле мар кунсене маларах йĕркелеме пултараççĕ, сăмахран, октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен, - тенĕ вăл.- Эпир уйăх ытла чир аталанса пынине куратпăр, паянхи кун тĕлне COVID-19-па чирлекенсен шучĕ талăкра 35 пине çитсе пырать. Юлашки вăхăтра кунсерен пĕр пине яхăн хамăр граждансене çухататпăр. Питĕ хăрушă цифрăсем, мĕншĕн тесен çак пулăм çывăх çынсен шăписемпе çыхăннă.

Владимир Путин та Татьяна Голикова регионсене ĕçлемелли мар кунсене маларах йеркелеме сĕннипе килĕшнĕ. Патшалăх пуçлăхĕ кирлĕ пулсан вĕсене октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен палăртма чĕнсе каланă.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: