Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2021, 12:45

Пушкăртстанра хĕвел çаврăнăш пуçтарас ĕç вĕçленсе пырать

ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-службин кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстан аграрийĕсем хĕвел çаврăнăш вырса пуçтарас ĕçе вĕçлесе пыраççĕ.

Пушкăртстанра хĕвел çаврăнăш пуçтарас ĕç вĕçленсе пырать
Пушкăртстанра хĕвел çаврăнăш пуçтарас ĕç вĕçленсе пырать

Октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕ  тĕлне регионти тыр-пул акса ÿстерекенсем çу паракан культурăн 95 процентне вырса пуçтарнă. Пĕтĕмĕшле 300,5 пин тонна хĕвел çаврăнăш пухса илнĕ. Çакă иртнĕ çулхипе пĕр танах.

Çанталăк типĕ тăчĕ пулсан та çу культурин вăтам тухăçĕ начар мар. Гектар пуçне 12,2 центнер, - палăртнă регионти Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.

Хĕвел çаврăнăшăн чи пысăк тухăçĕ кăçал Архангельск, Дюртюли, Авăркас тата Кармаскалă районĕсенче çитĕннĕ, унта кашни гектар пуçне 20 центнер çу паракан культура вырса илнĕ.

2021 çулта  хĕвел çаврăнăшне республикăри 50 муниципалитетри 257 пин гектар çинче акнă.

Надежда РОДИОНОВА.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: