Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2021, 12:25

Пушкăртстанра хушма канмалли кунсем кĕртмĕç

Октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне лару-тăрăва кура Пушкăртстан оперативлă штабĕ октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕ - ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕ тапхăрсăр пуçне хушма канмалли кунсем кĕртме йышăнман.

Пушкăртстанра хушма канмалли кунсем кĕртмĕç
Пушкăртстанра хушма канмалли кунсем кĕртмĕç

Октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионта кăшăлвирус инфекцине сарассине чарас ыйтупа оперативлă штабăн ларăвне ирттернĕ. Кун ларăвĕнче COVID-19 вакцинацин ÿсĕмне хăвăртлатасси тата октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕччен ĕçлемелле мар кунсене кĕртесси.

- Паян Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Правительство членĕсен канашлăвĕнче октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕччен канмалли кунсем кĕртес шухăша ырланă, - тесе пĕлтернĕ Радий Хабиров тата республикăри кăшăлвирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе явма сĕннĕ.

- COVID-19 чирпе лару-тăру начар пулсан та вăл стабиллĕ, - тесе пĕлтернĕ ПР сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин. – Вакцинаци хăвăртлăхĕ майĕпен ÿсет, çак енпе Пушкăртстан ытти регионсен хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăнать. Иртнĕ талăкра 36 886 çын прививка тунă, вĕсенчен 22 561-шĕ – пĕрремĕш компонента. Пурĕ республикăра прививкăн пĕрремĕш компонентне 1 479 634 çын тунă, пĕтĕмпе вакцинацие 1 274 766 çын иртнĕ.

Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекципе 78 805 çын чирлени паллă. Талăк хушшинче COVID-19 чирпе 668 çын чирленине палăртнă.

Оперативлă штабăн ларăвĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров вакцинаци иртмен çынсемшĕн йышăннă чару мерисене пурнăçа епле кĕртнине сÿтсе явнă.

- Республикăра 145 вакцинаци пункчĕ ĕçлет. Ĕпхÿ хулинче мобильлĕ пунктсем «Торотау» конгресс-холра, «Башкирия» лайфстайл-центрта, «Планета» тата «Карусель» суту-илÿ центрĕсенче пур, - астутарнă Максим Забелин. – Октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕччен ĕçлемелле мар кунсене кĕртни – пысăк пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ йышăну. Вăл çынсене пĕр-пĕрне чир ертессинчен хăтăлма пулăшĕ, медицина организацийĕсене кăшăлвируса хирĕç кĕрешме хушма рессурсем тата саппассем тума май парĕ.

Октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнчен социаллă служба ĕçченĕсем 65 çултан иртнĕ çынсем патне çитсе курĕç. Вĕсем сывлăх пирки кăсăкланĕç тата пулăшу  кирли çинчен ыйтĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: