Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2021, 12:50

Шахматла выляссипе Раççей чемпионĕ ята тивĕçнисем паллă

Арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче шахматла выляссипе Ĕпхÿре иртнĕ Раççей чемпионатĕнче Никита Витюгов тата Валентина Гунина çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Шахматла выляссипе Раççей чемпионĕ ята тивĕçнисем паллă
Шахматла выляссипе Раççей чемпионĕ ята тивĕçнисем паллă

Уçă турнирăн юлашки вун пĕрмĕш турĕнче Владимир Федосеев Павел Понкратова шурă тĕслĕ кÿлепесемпе çĕнтернĕ. Чигаевпа Алексеенко, Горячкинпа Андрейкин, Предкепе Мотылев, Рахмановпа Витюгов тата Есипенкопа Матлаков хушшинчи кĕрешÿ никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ.

Никита Витюгов госсмейстер 11 очкоран çиччĕ пухма пултарнă, пуçласа вăл хăйĕн карьеринче Раççей чемпионĕ пулса тăнă. «Кĕмĕл» медале Максим Матлаков çĕнсе илнĕ, вăл чемпионран çур очко çеç сахалрах пухнă. Виççĕмĕш вырăна 6 очкопа Владимир Федосеев тухнă. Вĕсем виççĕшĕ те Санкт-Петербург хули чысне хÿтĕленĕ.

Хĕрарăмсем хушшинче юлашки турта Гунинапа Шувалова пĕри те çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ. Вун пĕр очко пухма май пур çĕрте Мускав шахматистки Валентина Гунина, пĕр парти те выляса ямасăр, тăваттăмĕш хут çĕршыв чемпионĕ ята тивĕçнĕ.

Иккĕмĕш вырăна Евгения Овод тухнă. Петербург шахматистки 7,5 очко пухса тата хушма кăтартусемпе «бронза» çĕнсе илнĕ Полина Шувалована (Мускав хули) хыçа хăварнă. Галлямовапа Гусина, Погонинапа Гарифуллина, Войтпа Кашлинская тата Бондарукпа Гиря хушшинчи партисем никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ.

Ăмăрту вĕçленнĕ ятпа йĕркеленĕ церемонинче призерсене ПР спорт министрĕн çумĕ Павел Муслимов тата Раççейри Шахмат федерацийĕн ĕç тăвакан директорĕн çумĕ Александр Ткачев саламласа чысланă.

Раççей чемпионачĕн супер финалĕсем «Шахмат музейсенче» («Шахматы в музеях») программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ. Ăна Раççейри Шахмат федерацийĕ тата Еленăпа Геннадий Тимоченко Ыр кăмăллăх фончĕ йĕркелет. Пĕтĕмĕшле ăмартун гарантиллĕ парне фончĕ 11 млн тенкĕпе танлашать: уçă турнирта – 7 млн тенкĕ, хĕрарăмсен – 4 млн тенкĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: