Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2021, 12:40

«Туслăх мисĕ - 2021» конкурсра финала тухнисем паллă

«Торатау» конгресс-холра «Туслăх мисĕ - 2021» наци илемлĕхĕпе пултарулăх конкурсĕн кастингĕ иртнĕ. Унта пирĕн республикăра пурăнакан 10 наци представителĕ хутшăннă.

«Туслăх мисĕ - 2021» конкурсра финала тухнисем паллă
«Туслăх мисĕ - 2021» конкурсра финала тухнисем паллă

Конкурсăн суйлав тапхăрĕнче 25 хĕр ăмăртнă (пикесем наци тумĕсене катартнă тата пултарулăх номерĕ хатĕрленĕ). Кастинг пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, проектăн жюри членĕсем 7 хĕре суйласа илнĕ.

 - Ку - тăваттăмĕш сезон. Асăннă проектăн чăн малтанхи ячĕ - «Miss International Ufa». Анчах кăçал унăн ятне улăштарнă, «Туслăх мисĕ» ят панă. Унччен маларах проекта тĕрлĕ çĕршыв çыннисем хутшăнма пултаратчĕç, халĕ вара Раççей тата Пушкăртстан территорийĕсенче пурăнакан халăхсем çеç, - палăртнă проект продюссерĕ Залина Мурзагулова.

 - Кăçал проект телевидени формачĕпе иртрĕ. «Тамыр» телеканалпа пĕрле эпир тĕрлĕ хулара пурăнакан çичĕ хĕрĕн дневникне ÿкерĕпĕр. Кăларăмсене социаллĕ сетьсенче тата сенкер экран çинчен курма пулĕ. Хĕрсене пулăмсемпе питĕ пуян уйăх кĕтет: вĕсем хăйсене камера умĕнче тытма вĕренĕç, мастер-классене çÿрĕç. Пĕтĕмĕшле каласан, финала тухнисем хăйсен халăхĕн культурипе паллаштарĕç, куракансене хăйсене юраттарĕç. Мĕншĕн тесен куракансем «Туслăх мисĕ - 2021» конкурс çĕнтерÿçине палăртĕç, - тенĕ проект ертÿçи Земфира Рашитова.

«Туслăх мисĕ - 2021» конкурс финалисчĕсем: Нурайым Бактыбекова – кăркăс халăхĕн представителĕ, Зубаржат Юнусбаева – пушкăрт, Ирина Толмашова - шорц, Мариалина Нуриахметова – удмурт, Рипсимэ Мартиросян – эрмен, Фанзиля Сибгатуллина – тутар, Данара Айдарбек – казах халахĕ.

Проект ертÿçи – Пушкăртстан Республикинчи Культура министерстви, Туслăх çурчĕ, «Тамыр» ачасемпе çамрăксен телеканалĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: