Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Октябрӗн 2021, 16:20

Çул-йĕр инкекне лекнĕ «Лада Гранта» хуçи пульницăра вилнĕ

Пушкăртстанри Учалă районĕнчи Учалы-Кирябинское автомобиль çулĕн 4-мĕш çухрăмĕнче çул-йĕр инкекне лекнĕ арçын вилнĕ.

Çул-йĕр инкекне лекнĕ «Лада Гранта» хуçи пульницăра вилнĕ
Çул-йĕр инкекне лекнĕ «Лада Гранта» хуçи пульницăра вилнĕ

Регионти Патшалăх автоинспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх «Лада Гранта» автомобиль рулĕ умĕнче ларнă 33 çулхи арçын çул хĕрне анса кайса çаврăнса ÿкнĕ.

Йывăр суранланнăскере пульницăна ăсатнă. Çав каçах тăна кĕмесĕр арçын вилсе кайнă.

Унăн водитель прави çукки паллă. Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем инкекĕн сăлтавне, вăл епле лару-тăрура пулса иртнине тĕпчеççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: