Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2021, 15:35

Банкăра тар упранăшăн айăпланă

Пушкăртстанри Мелеуз район сучĕ 61 çулхи арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пăхса тухнă. Ăна взрыв тăвакан япаласем упранăшăн айăплаççĕ.

Банкăра тар упранăшăн айăпланă
Банкăра тар упранăшăн айăпланă

Суд кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2021 çулхи март уйăхĕнче полици ĕçченĕсем айăпа кĕнĕ çыннăн гаражĕнче кĕленче банка тупнă. Ун ăшĕнче взрыв тăвакан япаласем пулнă.

1975 çулхи август уйăхĕнче арçын Зирган ялĕнче 16-мĕш калибрлă пăшалăн 100 патронне тупнă. Вăл патронсенчи тара банкăна силленĕ. Пăшалпа çар хатĕрĕсем усрама ирĕк пуррине ĕнентерекен документ çуккине пăхмасăр айăпа кĕнĕ çын тарпа тултарнă банкăна хăйĕн гаражĕнче упранă. Çавăн пекех арçын гильзăсемпе пульăсем, патронсем пухнă. Вĕсенче тар пулман.

Суд ларăвĕнче арçын хăйне айăпланипе килĕшнĕ.

 - Преступлени общество умĕнче хăрушлăх кăларса тăратнине шута илсе суд айăпа кĕнĕ çынна виçĕ çула тĕрмене лартмасăр ирĕксĕр хăварма йышăннă, - тенĕ суд пресс-службинче.

Асăннă приговор хальлĕхе вăйа кĕмен.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: